Çĕнĕ çул уявĕ умĕн пирĕн çĕршывра çулсеренех «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци иртет. Унта Чăваш Ен те хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть çак тĕллевлĕ акцие районти культура çуртĕнче сывлăхĕ енчен хавшак ачасем валли те йĕркеленĕ.
Çав кун фестивале пуçтарăннисене округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Захаров саламланă, ачасене чăн-чăн уяв туса панăшăн мероприяти йĕркелÿçисене тата волонтерсене тав сăмахĕ каланă.
Уява килнĕ ачасем хăйсем те айккинче юлман, куракансене пултарулăх номерĕсемпе савăнтарнă, ăшă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

