Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ

Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ


«Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑк кӗнеки-2024» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Хальхинче пултарулӑх ӑмӑртӑвне 120 ытла кӗнеке хутшӑннӑ. Хаклавра вӗсене вулакансен йышне те шута илнӗ.
Пӗтӗмлетӳсем ҫапларах:
«Прозӑпа ҫырнӑ чӑвашла чи нумай вуланакан кӗнеке» номинацире Людмила Сачкован «Иртнӗ ҫулсем» тата «Сиксе юхать Хула ҫырми» кӑларӑмӗсем ҫӗнтернӗ.
«Поэзи» жанрӗнче Марина Карягина журналист, драматург ҫырнӑ «Ҫӗн Кун Ачи» мала тухнӑ.
Вырӑсла ҫыракан поэтсем хушшинче Александр Ильинӑн «Мы памятью своей сильны» кӗнекине пысӑк хак панӑ.
«Литература критикӗсен хаклавӗ» номинацире Николай Максимовӑн «Камаево поле» тата «Спасение Европы» романӗсем хисепе тивӗҫнӗ.
Ачасем валли ҫырнисем хушшинче Лариса Петрован «Кун ячӗсем» кӗнеки ҫĕнтернӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *