Эрнекун, раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта çулталăка пĕтĕмлетнĕ. Пресс-конференцие тĕрлĕ регионти журналистсем тата ют çĕршыв- ри массăллă информаци хатĕрĕсем хутшăннă.
Раççейре пурăнакансем тÿрĕ линие виçĕ миллион ыйту ярса панă. Вĕсене çĕршыв пуласлăхĕ, хальхи вăхăтри лару-тăру тата малашлăхри улшăнусем ытларах кăсăклантарни палăрнă.
Пысăк пресс-конференци 4 сехет те 28 минут пынă. 16 сехет тĕлне Раççейре пурăнакансенчен 1,3 миллион шăнкăрав йышăннă, МАХ мессенджер урлă вĕсем 539 ыйту панă, 525 пин СМС-çыру янă, социаллă сетьсем урлă _ 317 пин, сайт урлă _ 126 пин ыйту, 103 пин ММС-çыру, ятарлă приложени урлă _ 36 пин ыйту.
Владимир Путин Президент студире 70 ытла ыйтăва хуравланă. Тÿрĕ линие килнĕ пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармĕç, кашнинпех тивĕçлĕ хурав пулĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк пресс-конференци хыççăн çапла пĕлтернĕ:
«Хамăр çĕршывра пурăнакансемпе тата СМИ представителĕ- семпе йĕркеленĕ тÿрĕ диалог _ Раççее кашни регионăн çивĕч лару-тăрăвне лайăх пĕлекен вăйлă лидер ертсе пынине çирĕп-
летсе пачĕ. Тÿрĕ линие рекордлă 3 миллион ытла ыйту çитнĕ, вĕсенчен 19 пине яхăн ыйтăвне пирĕн ентешсем панă. Ку пĕтĕм виçен _ 0,6 проценчĕ.
Социаллă политикăпа инфраструктура темисем, влаçпа общество хушшинчи хутшăну _ Чăваш Еншĕн актуаллă. Пирĕн республикăран килнĕ кашни ыйтăвах пысăк тимлĕх уйăрăпăр, вĕсенчен чылайăшне Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи Комплекслă аталану программинче шута илсе пăхса хăварнă та ĕнтĕ. Рес- публикăн Правительстви умне кашни ыйтăва татса памалли тĕллев лартатăп, вĕсем пурнăçа кĕрессе шантаратăп», _ палăрт- нă Олег Алексеевич.

