Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ


Юнкун Канаш тăрăхĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Информаци ушкăнĕсен хастарĕсем ял территорийĕсене çитсе халăхпа тĕл пулнă, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене ?интернетпа çыхăнас енĕпе йышăннă чарусем, терроризмран сыхланасси, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси тата ытти темăна/ уçăмлатнă тата граждансене харпăр хăй ыйтăвĕ- семпе те йышăннă.
Информаци кунĕ администрацин пысăк залĕнче наградăсем панинчен пуçланнă. Унта Канаш хулин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă хастарсене «Канаш хулине _ 100 çул» юбилей медалĕсемпе чысланă. Награда тухса илнисен йышĕнче округăн суйлав комиссийĕн членĕсем те пулнă, вĕсене Тав хучĕсем парса хавхалантарнă.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе мероприятин тÿрĕ трансляцине администрацин официаллă пабликĕнче курма май пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *