Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Культура министерстви пӗлтернӗ.
Ӑна 2008 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ. Кӑҫал вара кинофестивале кӗркунне йӗркелӗҫ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш хут ҫӗнӗ форматпа иртӗ, ҫӗршыври культура платформинче «Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери искусство тата кино фестивалӗ» ятпа пулӗ.
Программӑра: кино кӑтартасси, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, концертсем, ӑсталӑх класӗсем, тематика лекцийӗсем, ҫавра сӗтелсем. Фестивале театр тата музыка ӗҫченӗсене чӗнме палӑртнӑ.

