Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтес Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗсене чӗр чунсем валли йышӑнма тытӑннӑ.
Акци нарӑсӑн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Чӗрӗ, типсе кайман чӑрӑшсене, хырсене тата пихтӑсене юнкунран пуҫласа вырсарникунччен 10:00-18:00 сехетсенче Николаев паркӗнче йышӑнаҫҫӗ.

