Йĕпреç пики «Хусан мисĕ» илем конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Евгения Петрова 20 çулта. Вăл Йĕпреçри 1-мĕш шкулта вĕреннĕ, халĕ – Раççей ШĔМĕн Хусанти юридици институчĕн студентки.
Пулас офицер спортпа туслă, волейбол командин ертÿçи. Çавăн пекех халăх, бал ташшисемпе кăсăкланать.
Çитес вăхăтра вăл Тутарстан чысне «Раççей мисĕ» конкурсра хÿтĕлĕ.

