Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ĕлĕкхи майлă Кивĕ Шăхаль çĕнĕлле Анчăккасси ялĕн историйĕ

Ĕлĕкхи майлă Кивĕ Шăхаль çĕнĕлле Анчăккасси ялĕн историйĕ


2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 3-мĕш номерте «Канаш ен» хаçатра «Шăхаль сали миçере-ши тата унăн несĕлĕсем ăçта пурăннă;» ятлă калав çаптарса кăларнă.
Калава çак сăмахсемпе пĕтернĕ- ччĕ. «Катерина патша ирттернĕ реформă хыççăн ватă ялсенчен нумай килсем уйăрăлса тухса çĕнĕ ялсем йĕркеленнĕ. Нумайăшĕн ĕлĕкех пулнă ял ячĕсем те улшăннă. Çапла вара, 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Кивĕ Шăхаль ял ячĕ çухалать. 1912 çулхи Çĕрпÿ уесĕн картти çинчен Кивĕ Шăхаль вырăнне Анчиккасы тесе çырнă. Шăхаль салин амăш ялĕ Анчиккаси е чăвашла Анчăккасси пулать.
Халĕ Анчăккасси Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси ял поселенинче шутланса тăрать. Ун пек пулсан та «Канаш» хаçатăн редакцийĕ çак калава кăларма хирĕç пулмасть пулĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен Анчиккаси ялĕнчен урлă-пирлĕ пулсан та Шăхаль сали, Аслыялы, Ешкилт, Кăшнаруй, Пушарпуç, Улаксар, Шуркасси, Ямпах тата Йĕрĕхçырми ялĕсем тухнă. Халĕ ку ялсем пурте Канаш районне кĕреççĕ. Чăваш энциклопедийĕ Анчăккасси пирки кĕскен çапла çырса пĕлтерет.
«Анчиккассы, Анчăккасси ?Çĕтĕк Çăваç, 1927/ – деревня в Цивил. р-не, Медикасин. сел. поселения. В 19 в. околоток д. Старые Шигали ?ныне в составе А./. Жители – чуваши. В составе Шибылгин., Чуратчин. волостей Цивил. у. в 19 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1859 – 21 двор, 57 муж., 65 жен. Автор: О.Е. Игнатьева».
Паллă тĕпчевçĕ И.С. Дубанов хăйĕн «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекинче ?паллă писателе М. Юхма çине шанса/ çак ял пирки вырăсла тĕлĕнмелле хыпар çырса пĕлтерет.
«В одном историческом чувашском предании говорится, что после позорной смерти Урасмета чувашским тарханом стал Анчак ?Анчак/. М. Юхма в своей книге «Древние чуваши» со слов Л.Ф. Анчикова, жителя г. Новочебоксарск, потомка Анчака, пишет: «Анчак был сторонником союза с Московией. Но после взятия Казани понял, что дружба с русскими не получится, и стал воевать с ними. А потом Анчак вынужден был бежать. Это было в 1601 г. Шесть семей ночью сели на лодку и ушли из села Черемши вниз по Волге».
Мĕне пĕлтереççĕ-ши ку сăмахсем; Ăнланма май çук. Черемши сали ăçта ларнине нихçан та пĕлеес çук. Мĕншĕн тĕсен вырăнне кăтартман. Тата Черемши ятлă сала вăл вăхăтра пулнă-ши; Атăлĕ те вăрăм юхан шыв; Анчах та пирĕн Анчăккасси Тюрарка юхан шывăн пĕр йĕппи вĕçĕнче вырнаçнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин территорийĕнче Шигали е чăвашла Шăхаль ятлă ялсем самаях пур. Чă-вашла вĕсене пурне те Шăхаль тесех калаççĕ. Тепĕр чухне аякри выççелккисене те Шăхаль теççĕ. Сăмахран, Вăрнар районĕнче Ямбахтино ятлă ял пур. Вăл Шăхаль ялĕн выççелкки пулнăшăн кÿршĕсем ăна чăвашла Шăхаль теççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Анчăккасине те ял ячĕ улшăниччен Шăхаль тенĕ.
2021 çулхи «Канаш ен» хаçатăн 41-мĕш номерĕнче «Малти Питикасси несĕлĕсем ăçта пурăннă;» ятлă калав тухнăччĕ. Ĕлĕкех Сĕве уесĕнче Шăхаль ятлă вулăс пулнă. Çавăн пирки унта çапла çырнă. Шăхаль ятлă вулăс Шăхаль çын ятĕнчен тухнă. Вырăссем ăна Шиг Али, Шигалей е чăвашсем Шах Али ?Шăхаль/ тенĕ. Унăн ашшĕ Шейх- Аулияр султан Пысăк Уртан пулнă Пĕчĕк Муххамед ханăн мăнукĕ пулнă.
1500 çулсен пуçламăшĕнче вăл вырăссен Виççĕмĕш Йăван патши патĕнче çар ĕçĕпе ĕçлеме килĕшнĕ. Май килнĕ чухне вара 1512 çулта Виççĕмĕш Йăван патша ывăлĕ Ваççа ăна Касимов ханлăхне ертсе пыма хушнă. Кун хыççăн унăн ывăлĕ Шăхаль Касимов ханлăхĕн патши пулса тăнă. Вăл ÿссе çитĕннĕ тĕле вырăссен патши Виççĕмĕш Ваççа тата унăн ывăлĕ Тă- ваттăмĕш Йăван 1519 çулта Хусан патшалăхне ертсе пыма Шăхале хушнă.
Хусан патшалăхĕн ханĕ пулма чă- вашсем те, ытти халăхсем те вырăс патшине самаях пулăшу кÿнĕ, мĕншĕн тесен Крым тата Çĕпĕр ханлăхĕсен ханĕсем Хусан патшалăхĕн хуçи пулма хăйсен ывăлĕсене лартасшăн пулнă. Анчах та чăвашсем вĕсене хирĕç пулнă. Шăхаль вара, чăвашсем пулăшу панă пирки виçĕ хутчен те Хусан ханлăхĕн патши пулма тивĕçнĕ. Кун пек пулса тухни çĕнĕ хана тепĕр енчен йывăрлăхсем панă. Тăшмансем нумай тупăннă. Çавăнпа та ăна шанчăклă çынсем кирлĕ пулнă. Чăвашсем ăна яланах пулăшу парса тăнă пулсассăн шанчăклă çынсене те чăвашсем хушшинче шыраса тупмалла пулнă. Шанчăклă çынсем пур енчен те кирлĕ: çар ĕçĕпе ĕçлеме те, хуралçă пулма та, апат пĕçерме е апат-çимĕç хатерлеме те.
1553 çулхи октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Хусан хулинче пурăнакан Чингис ханăн çамрăк ăрăвĕсене, вĕсем вăл вăхăтра Хусан ханствин хуçисем пулнă, хĕстерсе парăнтарнă. Хусан ханствине тата хан ĕçне пĕтернĕ. Çĕрĕсене вара вырăс патшалăхĕн тытăмне кĕртнĕ. Шăхаль князь 1566 çулта Касимов хулинче вилнĕ. Унăн пулнă ялĕсене Шăхаль теме пуçланă. Мускав патшалăхĕнче чăваш вулăсĕ- сене йĕркелесе янă вăхăтра Шăхаль патшан çыннисем Шăхаль ятлă вулăс йĕркелеме килĕшнĕ. Анчах та Тюрарка юхан шыв пĕр йĕппи вĕçĕнче вырнаçнă Шăхаль ялĕ уйрăмăн тытăнса тăнă. Халĕ пĕтĕм тĕнче картти çинче ĕлĕкех пулнă Шăхаль ял вырăнне е Чăваш энциклопедийĕнче вырăсла Анчиккассы ятпа палăртнă. Анчах та çакă паллă. Архиври хутсем тăрăх чи малтанах вĕсем Хусан уесне кĕрекен Арск çулĕ тавралăхĕнче пурăннă.
Пăлхарсен тата Ылтăн Урта патшалăхĕсем пулнă вăхăтрах Арск çулĕ-пе Кама юхан шыв вĕçнелле сылтăм енчи вырăна, унта ытларах чăвашсем пурăннăшăн, вырăсла Чувашская даруга тенĕ. Унта пурăнакан халăхпа вырăс çарĕсем хушшинче час-часах вăрçăсем пулса иртнĕ. Çавăнпа унта нумай чăвашсем çапăçса вилнĕ. Кам тыткăна лекнĕ е хастаррисене тата çапăçу енчен хăюллисене çемйисемпех Çавал юхан шыв тавралăхне куçарнă. Май пур чухне Шăхаль патшан пулнă ялĕсем те пĕчĕккĕн çĕнĕ вырăна куçса кайнă. Хăшĕ-пĕрисем хальхи Тюрар юхан шыв патĕнче вырăн тупса вырнаçнă. Малтанах вĕсем вырăсла деревня Шигали Арской дороги Казанского уезду Нагорной стороны ятпа çырăнса тăнă.
1590 çулсем пуçламăшĕнче Етĕрне уесне йĕркелеме пуçланă. Тавралă- хĕнче ялсемпе çынсем сахал пулнăшĕн çĕнĕ уес шутне çывăхра хуçа пулман ялсене те кĕртнĕ. Вĕсен шу- тĕнче хальхи вырăсла деревня Шигали Арской дороги Казанского уезду Нагорной стороны пулнă. Етĕрнерен инçе мар нумай ялсем Шупашкар уесĕнче шутланса тăнă. Вĕсен шутĕн-че хальхи Етĕрне районĕнчи Ирçе ?Чебаково/ тата ыттисем те пулнă. Вĕсене те Етĕрне уесне кĕртнĕ.
1629 çулта хальхи Йĕпреç районĕн- чи Чăваш Çармăспа Ирçе Çармăс ялсем хушшинче çĕршĕн тавлашу тухнă. Унта вара Чăваш Çармăс пулас ялĕн 10 чăваш çемйисене патшан çĕр виçекенсем хăш вырăнта килсем çавăрмалли çĕр лаптăкне кăтартнă. Пĕр чикки вара Етĕрне уесри Шăхаль ялĕн çĕр чиккипе юнашар пулса тăнă. ?НА ЧГИГН. Отд. 2. Ед. хр. 156. Инв. № 354/. Ку вара çавна пĕлтетрет. 1629 çулта Арской дороги Казанского уезду Нагорной стороны Шăхаль ялĕн çак вырăнта выççелккă пулнă.
1636 çулта вырăс çар ĕçĕпе ĕçлекен Сĕве уесĕнчи тутарăн Бекбулатка Бегишевăнне виçĕ лашине вăрланă. Вăл вырăс патши аслă князь Михаил Федорович Романов патне çăхав çырать, вăррисене тытма тата лашисене шыраса тупма пулăшу ыйтать. Çав çырура Етĕрне уесĕнчи Шăхаль ялĕнче виçĕ çул пурăннине аса илет. Етĕрне уесĕн-че чĕвашсене пурăнма йывăр пулнă. Воеводăпа унăн чиновникĕсем ялсем тăрăх çуресе çынсене пĕрмаях çарат-нă. Хăш-пĕр воеводисене жалобăсем парса ĕçрен кăларма май килнĕ пулсан та, анчах та çĕнĕ воеводи ĕçе тухсан каллех халăхăн укçи-тенкипе пурлăхне çаратма пуçланă.
Шăхаль ял çыннисен те чăтăмлăх пĕтнĕ. Çавăншăн 1683 çулта вĕсем вырăс патшисем пулнă Иван Алексеевичпа Петр Алексеевич патне пысăк çăхав çырнă. Тата çав çырура вĕсем Шăхаль ялне Етĕрне уесĕнчен кăларса ĕлĕкхи пек Хусан уесне кĕртме пулăшу ыйтнă. Вырăс патшисем е вĕсен çывăх тарçисем патне çак çăхав çитнĕ. Етĕрне воеводине Л.Г. Ефимьева арес- леме хушнă. Анчах та воеводи вырăс патшисене указне тÿрех итлемен. Çĕнĕ воеводине хулана кĕртмен. Етерне хулин пичетпе ключĕсене ăна пама ки- лĕшмен. Малалла воеводисен ĕçĕсем мĕнле майлă пулса тухни паллă мар.
1700 çулта Етĕрне уесне ертсе пыма князь Петр Львович Касаткин-Ростовскийне лартнă. Çул вĕçнелле патшалăха ясаксемпе укçасем тÿлесе татăлнă пулмалла. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ясакпа налук укçа шучĕсем чакни тÿрех курăннă. Патшан çывăх тарçисем вара унран ясаксене ăçта кайса чикрĕн тесе ыйтнă. Вара вăл пĕр сăлтавне çапла ăнлантарса панă. Иртнĕ çулсенче указпа Хусан уесне 80 кил куçарнă тенĕ. Вĕсен хушшинче Шăхаль ялĕ те пур. Вăл вăхăтра ялта 60 кил патнелле пулнă. Анчах та вăл списокра Анатри Шăхаль е вырăсла Дальние Шигали ятлă ял çук. Ку ял каярахпа йĕркеленнĕ.
Иккĕмĕш Кĕтерин патша хушăвĕ- пе 1780 çулсем пуçламĕшенче уеспа хулана ертсе пыракан воеводăн должноçне пĕтернĕ. Çĕр çинче ĕçлени халăха экономика енчен усăллăрах пултăр тесе уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕ- сене тата вулăссен ячĕсемпе вĕсен тĕп ялĕсене те улăштарнă. Елĕкех Шăхаль ялĕсем Хусан уесĕнче шутланса тăнă пулсан та çак реформăпа вĕсене Çĕрпÿ хули çывăхра пулнăшăн Çĕрпÿ уесне кĕртнĕ. Çĕрсене тепĕр хут виçсе тĕрĕсленĕ. Ун хыççăн çĕр çинче ĕçлеме çăмăлтарах пултăр тесе нумай выççелккăсем шăтса тухнă. Мĕншĕн ун пек пулса тухнă. Ĕлĕкхи йĕркепе ял обществин çĕрне халăх хушшинче кашни вунă е вунпĕр çул хушшинче тепĕр хут виçсе пайланă. Мĕншĕн тесен çак çулсем хушшинче нумай улшăнусем пулса иртнĕ.
Ытларах халăхĕ е кил хуçисем улшăннă. Кам вилнĕ е теприсен арçынсем нумайтарах çуралнă. Тата урăх çĕре тухса каякан çемьесем те пулнă. Çав сăлтавсемпе пушаннă çĕрсем те тупăннă. Камăн килте арçын хутшăннă вĕсене çĕр хушса памалла пулнă. Пушă çĕр лаптăкĕ тепĕр уйра пулма пултарнă. Çапла вара пĕр уйран тепĕр уйне çитме виçĕ е тăватă çухрăм та пулма пултарнă. Çĕр лаптăкĕсем виçĕ уйра пулсассăн йывăрлăхсем тата тупăннă. Ытларах вĕсем ака е тыр-пула пуçтармалли вăхăтра тупăннă. Сăмахран, Анчăккассинчен Шăхал салине çитме 10 çухрăм е Пушарпуç выççелкки çĕрĕсем патне çитме 7 çухрăм утмалла. Çĕнĕ сакун тăрăх çынсен çĕр ĕçне çăмăллатас тесе йышлă тăванĕсене хăйсен çĕр лаптăкĕсем çинче кил çавăрма ирĕк панă. Çавăнпа çĕнĕ выççелккисем нумай шăтса тухнă.
Выççелккăсен ячĕсене малтан çырнăччĕ. 1780 çулсенче, реформа пулса иртнĕ хыççăн Çĕрпÿ уесĕнчи ялсен çĕнĕ списокне тунă. Вĕсен шутĕнче Кив Шăхальпе Шăхаль салин выççăлкисене кăтартман. Мĕншĕн тесен вĕсен ял статусĕ пулман. Выççелккăн ял статусне кĕрес тесессĕн унта пурăнакан халăхăн уесри тата вулăсри пуçлăхсене тата тĕп ял старостине чĕнсе лару ирттермелле пулнă. Ларура старостăна, депутатсене тата вунă кил-çурт хуçине суйламалла пулнă. Ун хыççăн Приговор çырнă. Приговорне кашни кил хуçин тата тĕп ял старостин, вулăспа уес пуçлăхĕсен алă пусса пичет лартмалла пулнă. Ун хыççăн выççăлккă ял статусне кĕнĕ. Малалла çав Приговора Хусана ярса панă. Вара çĕнĕ яла учета тăратнă.
Çак реформă пулса иртнĕ хыççăн уессен çĕр лаптăкĕн карттисене ÿкер- нĕ. 1790 çулсен пуçламăшĕнче ÿкернĕ Çĕрпÿ картти çинче Старые Шигали е чăвашла Кивĕ Шăхальпе Шăхаль салин выççелккисене те палăртнă. Çав çулсенче Кивĕ Шăхальте 148 арçын пурăннă.
Анчăккасси ячĕ анчăк сăмахран тухнă. Мĕне пĕлтерет-ши çак сăмах; Тата Чăваш энциклопедин авторĕ унăн Çĕтĕк Çăваç ят пуррине пĕлтерет. Эп шутланă тăрăх, ку сăмахсене ялта пурăнакамсем манран лăйăхрах пĕлеççĕ пулĕ тетĕп. Çавăнпа та ăнлантарса пама кирлĕ мар пулĕ тесе шутлатăп.
Анчăккасси ял историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.
Кивĕ Шăхальпе ?Анчиккасы/ Шăхаль салин выççелккисем çинчен çырнă историсем ытти номерсенче тухĕç.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *