Ăмăртăва паттăр пограничникăн Евгений Анисимовăн ятне асра тытса йĕркеленĕ.
Шелттем шкулĕнче йăлана кĕнĕ йĕлтĕр спорчĕн чупăвĕ иртнĕ. Ăна интернационалист воина, пограничника, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Евгений Павлович Анисимова халалланă. Спорт мероприятине Раççейри ФСБăн Чăваш Енри управленийĕ тата «Пограничное братство» регионти общество организацийĕн ветеранĕсем пулăшнипе йĕркеленĕ.
Ăмăртусене уçма пограничниксем-ветерансем, администраци представителĕсем тата шкулта вĕренекенсем хутшăннă. Старта çамрăк спортсменсем те, ăста йĕлтĕрçĕсем те тухнă.
«Пограничное братство» регионти общество организацийĕн председателĕ Анатолий Шорников истори астăвăмне сыхласа хăварасси тата паттăр ентешсен тĕслĕхĕ çинче çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси пирĕн сăваплă тивĕç пулнине палăртнă. Астăвăм йĕлтĕр йĕрĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пĕр йыша чăмăртакан ырă йăла пулса тăнине те асăнса хăварнă.
Йĕлтĕрçĕсем хăйсен пысăк ăсталăхне кăтартса панă, финишра вĕсене медальсемпе грамотăсем тата сувенирсем кĕтнĕ.
Раççейри ФСБăн Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби

