Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă

Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă


Шăхасан шкулĕнче «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă» республика шайĕнче пуçарнă тĕллевлĕ проектпа килĕшÿллĕн хавхалануллă тĕлпулу иртнĕ. Унта аслă класра вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Вĕсем тăван тăрăхра хамăра тĕрлĕ енлĕ аталантармалли майсем çинчен тата малашлăх пирки калаçнă.
Тĕлпулăва пуçтарăннисен умĕнче чăн-чăн лидерсемпе экспертсем тухса калаçнă. Вĕсен йышĕн-че халăхăн ламран-лама куçса пыракан йăли-йĕр- кипе пуянлăхне сыхласа хăварас тата вĕсене малалла аталантарса пырас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин председателĕн çумĕ Олег Волков та пулнă. Вăл шăпах çак асăннă проектăн авторĕ тата унăн ертÿçи те. Олег Гаврилович йăх-тымара упрани тата сыхласа хăварма тăрăшни тăван тăрăхра кашнине аталанма пулăшакан çирĕп никĕс пулса тăнине палăртнă.
Республикăри предприниматель-наставниксен ушкăнĕн ертÿçи Анатолий Яруткин шкул ачисемпе уçă диалог йĕркеленĕ. Калаçу вăхăтĕнче хамăр ентешсем валли усăллă япаласем туса хатĕрлессине тата çак ĕçрен тупăш илессине сÿтсе явнă, çавăн пекех социаллă яваплăх темине çĕкленĕ.
«Республикăри бизнес-инкубатор» учреждени сотрудникĕ Николай Кузьмин Чăваш Енре хăйсен ĕçне пуçарса яма хатĕрленекен пулас усламçăсене еплерех майпа пулăшу кÿни çинчен каласа кăтарт- нă. Кунта консультаци те, пĕлÿ шайне ÿстерни те, ресурспа пулăшни те кĕрет.
Маяк ялĕнче пурăнакан Марина Алексеева хă-йĕн ырă тĕслĕхĕпе пурне те тĕлĕнтернĕ, малашлăхра хăйсен ĕçне пуçарса яма хавхалану туйăмĕ çуратнă. Марина Александровна илемлĕ чечек хунавĕсем ĕрчетет, вĕсене çынсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен туянма килеççĕ.
Мария ВЛАДИМИРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *