Чăваш Республикин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев республикăри АПК предприятийĕсем туса кăларакан апат-çимĕç продукцийĕн калăпăшне 8,5 процент ӳстерни çинчен пĕлтернĕ.
Çавна май тырă хакĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă – тонни 12-12,5 пин тенкĕ. Çăнăх хакĕ федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам шайран пĕчĕкрех – килограмĕ 24,5 тенкĕ. Сĕт тирпейлекен хăватсене 19 процент пысăклатнă та – çакă, паллах, хаксем тăруках ӳссе каясран упранма пулăшать. Сĕте паян халăхран литрне 22,9 тенкĕпе пухаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем тирпейлекен предприятисене 38,4 тенкĕпе ăсатаççĕ.

