Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ радио ӗҫлеме ирӗк илнӗ: «Радио Вера» тата Relax FM. Ҫапла йышӑну тунӑ федераци конкурс комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче.
Сӑмах май, ҫак икӗ радиостанци пӗлтӗрхи ҫу уйӑ- хӗнче Шупашкарта эфира тухма ирӗк илнӗ. «Радио Вера» – тӗн тата культура радиостанцийӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫейри 142 хулара тата ют ҫӗршыв- сенче эфира тухать.
Relax FM – лӑплантаракан юрӑ-кӗвӗ радистанцийӗ, эфирта диджейсем ҫук.

