Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнисенчен ытларахӑшне Михаил тата Мария ят панӑ. Ҫапла пӗлтерет Чӑваш Республикин Юстици ӗҫӗсен служби.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш уйӑхра ҫуралнӑ ачасене ытларах Михаил, Матвей, Роман, Мария, Ева, Варвара ятсем панӑ. Сайра тӗл пулакан ятсем ҫаксем пулнӑ: Булат, Иоанн, Арслан, Ильвина, Варсава, Мелания.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 6 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ.

