Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ


Театр кунӗ умӗн пирӗн республикӑра ҫулсеренех «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чысланӑ.
Чи лайӑх спектакль ятне Чӑваш академи драма театрӗн «Хуркайӑк ҫулӗ» ӗҫӗ тивӗҫнӗ. Унӑн режиссёрӗ – Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев.
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакльте Чӗкеҫ сӑнарне калӑпланӑ Надежда Зубкова тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ «Дядюшкин сон» спектакльте Мозгляков ролӗнче вылякан Александр Смышляев ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» – Чӑваш пукане театрӗн «Черная курица, или Подземные жители» спектакльне илемлетнӗ Эмиль Капелюш, Юрий Сучков.
«Музыка енчен спектакле чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх операпа балет театрӗн «Мы хотим танцевать» спектакльне илемлетнӗ Александр Гриханкин палӑрнӑ.
«Иккӗмӗш планри чи ла-йӑх роль» номинацире Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Ҫӑкӑр чӗлли» спектаклӗнче Лисук сӑнарне калӑпланӑ Алина Зайцева палӑрнӑ.
«Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» – Чӑваш патшалах сӑнавлӑ театрӗн «Праздник непослушания» спектаклӗ, унӑн режиссӗрӗ – Андрей Аверин.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *