Чăваш Республикинче пуçласа «Песни о СВОих» республика шайĕнчи конкурс иртнĕ. Гала-концертра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Гран-прие Çĕнĕ Шупашкарти «Забота о СВОих» хĕрарăмсен канашĕн хорне панă.
Çак конкурсра чĕре витĕр тухакан юрăсене шăрантарнă. Кашни юрăрах хумхану, шанăç тата юрату туйăмĕсем палăрнă. Сцена çинче салтаксен амăшĕ-сен, мăшăрĕсен, аппăшĕсемпе йăмăкĕсен туйăмĕсем уççăн палăрнă.
Çак конкурса Чăваш Республикин Культура министерстви, Чă-
ваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ, «Пĕрле» фонд, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен регионти Комитечĕ, «Единая Россия» партин «Женское движение Единой России», «Крепкая семья», «Культура малой родины» проекчĕсем пулăшнипе йĕркелесе ирттерме май килнĕ.
Канашран гала-концертра ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакăн амăшĕ Ирина Шамбулина тата СВОри салтакăн мăшăрĕ Ольга Димитриева дуэтпа тухса юрланă. Иккĕшĕ те вĕсем хастар волонтерсем, чиркÿри хорта юрлаççĕ. Ялсем тăрăх патриотла концертсем те лартса çÿреççĕ, пуçтарăннă укçа-тенкĕне салтаксене пулăшнă çĕре яраççĕ.
«Фестивальре ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсемпе тата СВО паттăрĕ- сен мăшăрĕсемпе паллашма пултарни савăнăç кÿчĕ. Эпир пĕр-пĕ- рин хÿттине туйса тăтăмăр, эпир чăнласах та — пĕрле. Çакнашкал юрăсем пирĕн çĕршывра пурăнакансене пĕр йыша чăмăртасса шанатпăр. Мероприяти йĕркелÿçисене хамăр енчен пысăк тав сăмахĕ калатпăр», — теççĕ Канашран гала-концерта хутшăннă хастарсем.
Хамăр инф.

