Чăваш Енри Татьяна Сергеева Пĕтĕм Раççейри «Компетенцисен центрĕсем» проект амбассадорĕ пулса тăнă.
Асăннă проектăн амбассадорĕсен йышне çĕршыв- ри 60 студент кĕнĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ, çавăн пекех ку енĕпе ытти çамрăка пулăшаççĕ.
Татьяна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет. Çав вăхăтра «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕнче ĕçлет.
Амбассадор пулнă май вăл утă уйăхĕнче Красноярск крайĕнче «Бирюса» вĕрентÿ форумне хутшăнĕ. Кĕркунне – Тюмень облаçĕнче иртекен слета.

