Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Пысӑк пулӑ туртса кӑларнӑ

Пысӑк пулӑ туртса кӑларнӑ


Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пулӑҫ Атӑлтан питӗ пысӑк пулӑ туртса кӑларнӑ. Пӗр центнера яхӑн таякан ҫуйӑна Дмитрий Блинов парӑнтарнӑ.
Вӑл тусӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине, пулла кайнӑ. Анчах тӗлӗнмелле пысӑк пулӑ ҫаклатасси пирки шухӑшлама та пултарайман. Пысӑк пулла туртса кӑларас тесе вӑл унпа 2 сехет кӗрешнӗ. Ҫуйӑн 2 метр та 45 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ, 99,5 килограмм тайнӑ.
Дмитрий Блинов пӗлтӗр те пысӑк ҫуйӑн тытнӑ пулнӑ, анчах вӑл кӑҫалхинчен самай пӗчӗк пулнӑ – 35 килограмм тайнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *