Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Провинци» мюзикл хатӗрлеме тытӑннӑ.
Ӑна лартма Президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗпе «Арабекс» культурӑпа туризма аталанма пулӑшакан организаци пулӑшать.
Дмитрий Миронов режиссер каланӑ тӑрӑх, мюзиклта хальхи ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, унта икӗ вӑй кӗрешеҫҫӗ. Сюжет тӑрӑх, пӗчӗк хулара ҫитӗннӗ ҫамрӑк музыкант паллӑ пулас тесе пысӑк хула вӑйӗпе килӗшӳ тӑвать. Анчах чап патне туртӑннӑ май чунлӑхпа ҫынлӑх туйӑмӗсене ҫухатать.
Ҫӗнӗ постановкӑра юрӑ-кӗвӗ тӗпре пулӗ. Мюзикл музыкипе Андрей Колесников композитор ӗҫлет. Премьера юпа уйӑхӗнче пулӗ.

