Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > Шыв хĕрринче асăрхануллă пулăр

Шыв хĕрринче асăрхануллă пулăр

Çуллахи шăрăх кунсем вăя кĕчĕç. Вĕри çанталăкра кăштах та пулин уçăлас тесе çынсем час-часах кÿлĕсемпе пĕвесем хĕррине васкаççĕ. Кун пек чухне чи пĕлтерĕшли – хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен манма юраманни.

Аса илтеретпĕр, Канаш тăрăхĕнче кăçал шыва кĕмелли ятарлă 12 вырăн уйăрнă. Вĕсене официаллă майпа ирĕк париччен водолазсем шыв тĕпне анса тĕрĕсленĕ. Çакăн пек вырăнсенчен пĕри Асхва ялĕнче вырнаçнă. Нумаях пулмасть унта общество хастарĕсем çитсе килнĕ. Вĕсем çыран хĕрринче асăрхаттару стендчĕ, хывăнса тăхăнмалли кабинкăсем тата шыври чару паллисем пуррипе çуккине тĕрĕслесе хак панă. Çавăн пекех шыва кĕме юраман вырăнта асăрхаттару таблички вырнаçтарнине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

Раççей МЧСĕ Шыв хĕрринче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине аса илтерет:

— ятарласа хатĕрленĕ пляжа çеç çÿрĕр — унта çăлавçăсемпе медиксем сире сăнасах тă-раççĕ,

— ишкĕчрен тата хÿмерен инçерех ишмелле мар — таврăнма вăй юлмасан та пултарĕ,

— ишме пĕлмесен е эрех ĕçсен — çырантах юлăр,

— шыв хĕрринче чухне ачасене асăрхасах тăрăр.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *