«Пирĕн юлташ аварире вилнĕ», «Пăх-ха, сăн ӳкерчĕкре эсĕ-и?» – сирĕн телефон çине çакăн йышши çырусем килнĕ-и?
Килнĕ пулсан пĕлетĕр ĕнтĕ: шăрçаланă сăмахсен хыçĕнче ссылка пур. Унта пусмалла мар, вĕсем хăрушă! Çав каçăпа кайсан вирус файл çаклатма пулать. Çапла майпа телефон çине сарăм (приложение) вырнаçать, вăл пулăшнипе преступниксем банк карттине, смс-çырусене кураяççĕ, сирĕн ятпа кредит, сим-карттă илееççĕ. Смс-çырури виçĕ цифрăллă кода пĕлтерсен «Госуслуги» порталти кабинета кĕрееççĕ.
Улатăр округĕнчи 58-ти арçынпа шăпах çавăн пек пăтăрмах пулса иртнĕ. Пĕтĕмпех «Авари. Хурланнине пĕлтеретĕп» текен смс-çыру илнĕ хыççăн пуçланнă. АРК-файла уçнă хыççăн арçын хăйĕн даннăйĕсем патне ултавçăсене çул уçса панă. Кун хыççăн вĕсем унăн ячĕпе 8 пин тенкĕ микрозайм илнĕ.

