Юрату çухрăмсене те, йывăрлăхсене те парăнтарать. Çакна Алтай Республикинче çуралса ÿснĕ Дарья Литвинова хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕп- летет. Унти сăрт-тупа, уçă сывлăшпа киленсе ÿснĕскер хĕвеллĕ Чăваш Ене савнийĕ – Элĕк округĕнчи çамрăк фермер Кирилл Степанов – патне куçса килнĕ.
– Пуринчен ытла çынсен уçă кăмăллăхĕ килĕшрĕ. Эсĕ «ют» пулсан та кунта сана тӳрех çемьене йышăнаççĕ. Аслă ăрури çынсем тăван чĕлхене упрани, пĕр йĕкĕлтешмесĕр, чăтăмлăха çухатмасăр мана ăна вĕренме пулăшни чуна витерчĕ. Ялти пурнăçа, паллах, хăнăхма çăмăл мар. Малтанах выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке мĕнле пăхмаллине астуса юлмашкăн йывăр пулчĕ. Халĕ ун пекех мар, ăнланкалатăп, – тенĕ Дарья.

