Ҫӗрпӳре Тихвин ярмӑркки кӗрленӗ.
Чӑваш Ене тӗрлӗ регионти ӑстасем ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен аллипе тунӑ ӗҫсене сӗнӗ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ.
Пултарулӑх коллективӗсем хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Спорт лапамӗнче самбистсемпе боксерсем вӑй виҫнӗ. Ача-пӑча лапамӗнче те илӗртӳлли темӗн чухлех пулнӑ. Авалхи пекех ярмӑрккӑра шӑхлич сасси янӑранӑ.

