Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ итлев ирттернӗ.
Чӑвашла лайӑх пӗлекен, артист пулас ӗмӗтлӗ ҫамрӑксем юрласа, сӑвӑ, монолог тата юптару каласа тупӑшнӑ.
Халӗ театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче ҫапла хыпарланӑ: «Туссем! Питӗ савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерме васкатпӑр! 4 пултаруллӑ ҫамрӑк Борис Щукин ячӗллӗ Театр институтне кӗмелли тӗрӗслевсен юлашки турне ӑнӑҫлӑ ирттернӗ!».
Институтра тӑватӑ ҫул вӗренмелле. Чӑваш Ен студентсене стипенди тӳлесе тӑрӗ, общежитире вырӑнпа тивӗҫтерӗ. Диплом илсен артистсем Чӑваш патшалӑх драма театрне ӗҫлеме таврӑнӗҫ.

