Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Канаш» хаçат — 95 çулта

«Канаш» хаçат — 95 çулта

Тунтикун, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче, «Канаш» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 95 çул çитнĕ.

Çавна май журналистсем салам сăмахĕсем йышăннă. Хаçатра ĕçлекенсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков çыру ярса ăшшăн саламланă, округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата «Каскад» пĕрлĕх ертÿçи Андрей Васильев редакцие пынă. Калем ăстисене хаçатăн юбилейĕпе саламланă май ăнăçу, çирĕп сывлăх тата иксĕлми пултарулăх суннă. Журналистсем хăйсем енчен малашне те çĕнĕ хыпарсемпе вăхăтра тата туллин тивĕçтерсе тăма шантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *