Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > «Пӗрле Ҫӗнтеретпӗр» форум иртнӗ

«Пӗрле Ҫӗнтеретпӗр» форум иртнӗ

СВО ветеранӗсем «Пӗрле ҫӗнтеретпӗр» форумра малти линирен таврӑннӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӳтсе явнӑ.

Мускавра СВО ветеранӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле Ҫӗнтеретпӗр» форум иртнӗ. Чӑваш Енрен кайнӑ делегаци йышӗнче СВО ветеранӗсем – Николай Белоусов, Сергей Бородавкин, Андрей Андреев, Александр Елахов тата пуҫ хунӑ боецӑн амӑшӗ Валентина Чурсина пулнӑ. 

«СВОИ» пленарлӑ заседани вӑхӑтӗнче тӗп эксперт вырӑнӗнче ветерансем хӑйсемех пулнӑ. Вӗсем мирлӗ пурнӑҫа таврӑнас ыйтусене, ҫемье хаклӑхӗсен пӗлтерӗшне тата професси сферинче илнӗ опытсене пурнӑҫлама май пуррине сӳтсе явнӑ. 

Статс-секретарь – РФ Оборона министрӗн заместителӗ, «Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем» фонд председателӗ Анна Цивилева ветерансен опычӗ тата вӗсен ҫыхӑнӑвӗ пулӑшу тытӑмне лайӑхлатмашкӑн кирлине палӑртнӑ.

Форумра профессие переквалификацилесси тата ӗҫе вырнаҫасси, аманнӑ хыҫҫӑн сываласси тата ытти ыйтусене хускатнӑ. Ветерансем пӗр-пӗрне хӑйсен тӗслӗхӗсене каласа кӑтартнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *