Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ухманпа Чăрăшкасси несĕлĕсем ăçта пурăннă-ши?

Ухманпа Чăрăшкасси несĕлĕсем ăçта пурăннă-ши?

Малтанах Ухман сали историне çырас умĕн унччен ку ял пирки мĕн çырнисемпе паллашас тесе тĕрлĕрен хыпар пĕлтерекен каналсем çине кĕрсе пăхрăм. Сăмахран, Канаш районĕн сайчĕ çине вырăсла çапла çырнă хыпара вырнаçтарнă.

«Древнее название села Ухманы было Биболдино. Основателями его были Биболда и Алхарин. Эта деревня состояла из 2-х околодков (по имени основателей),  Бибуккасы и Алхарин кассы. Биболда был, по всей вероятности, служивым человеком, поэтому деревня названа его именем. Позже, после ее основания, эти чуваши пригласили еще 7 семей из числа родственников, поэтому с. Ухманы носило двойное название, Ухман-Кибечи.

Кибечи — это название материнской деревни, значит, Биболдино переселилось из Кибечей. По словам жителя деревни Чиршкасы Т. Андреева, основателями с. Ухманы были выходцы из Кибечей. В 1859 г. село Биболдино было переименовано в Улухманы по названию реки Улухманы, позже трансформировалось как Ухманы. В том же году отсюда выделились Чиршкасы. По мере роста с. Ухманы делилось на околодки, Бибуккасы, Алхаринкасы, Конторкасы, Пуянкасы. В селе Биболдино в 1719 г. было 29 дворов, в 1781 г. -268 душ, в 1794 г. насчитывалось 100 дворов».

Ку хыпарсене пĕлтерекен авторĕ кам пулни тата ун пек сведенисене ăçтан тупса çырни паллă мар. Ун хыççăн кам та пулин çав Ухман историйĕ пирки мĕн те пулин çырнă-ши тесе Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче шырарăм. Анчах та нимех те тупса параймарĕç.

Тата тепĕр паллă кĕнеки Чăваш энциклопедийĕ пулать. Унта çапла çырнă.

«Ухманы (Биболдино, 1917* Лухманы, 1917* Вурманкасы, 1917–40* Вурманкас-Биболдино, 1928, 1935* Ухманы с 1948), Вăрманкас Ухман (Вăрманкас, Вăрман Алкаринкасси Ухман, 1928) – село в Канаш. р-не, центр Ухман. сел. поселения. Историч. название – Биболдина при речке Лухмане. Основано переселенцами с Арской даруги Казан. у. в 16–17 вв. В 19 – нач. 20 вв. состояло из 4 околотков: Вурманкасы, Пуяккасы (Пуянкасы), Конторкасы (все 3 ныне в составе У.), Чиршкасы (ныне Канаш. р-на). Жители – чуваши.  Действующий храм во имя Св. Николая (1899–1937, с 1996). В составе Кармамеев. волости Свияж. у., Сиделев. (Шихазанов.) волости Цивил. у. в 18 в. – 1927. Число дворов и жителей: Биболдина, в 1710 – 25 дворов, 1721 – 234 муж., 1747 – 305 муж,. 1795 – 100 дворов, 339 муж., 283 жен. Автор: Ф.Н. Козлов».

Кунта авторĕ Ф.Н. Козлов çак сăмахĕсене «Основано переселенцами с Арской даруги Казан. у. в 16–17 вв.» ăçтан тупса çырнă-ши тесе ыйтса пĕлесшĕн? Тата çавна ăнлантарса парасшăн. 16-мĕш ĕмĕрте çĕр çул тата 17-мĕш ĕмĕрте те тепĕр çĕр çул пулмалла. Икçĕр çул хушши яла ни- кĕслени нумаях пулмаç-ши?

Эпĕ те хама хам нумай пĕлетĕп тесе калаймастăп. Анчах та ял историне тĕппипе веçех пĕлес килет пулсассăн уйăхĕпех Мускаври архивсенче шыраса лармалла. Укçи те унта пурăнма самаях кирлĕ пулать. Анчах та эсир славян халăхĕн ĕлĕкхи çырулăхне 16-18 ĕмĕрсенче çырнă хутсене вулама пĕлместĕр пулсассăн Мус- кава кайни ахалех пулать.

Ку калавра аса илнĕ Канаш районĕн сайчĕ çинче тата Чăваш энциклопедийĕнче çырнă текстсенче питĕ тĕрĕс мар çырнине куратăп. Тепĕр майлă каласассăн, унта çырнисем ним ăнланмасăр çырнă суя темелле. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх Ухман салин историйĕ урăхларах пулса тухнă.

Ытларах ватă ялсен историйĕсем тата ял ячĕсем çĕнĕрен вырăс патши пулнă Иван Грозный вăхăтĕнче пуçланса кайнă. Мĕншĕн тесен чăваш халăхĕ вырăс патшалăх шутне кĕнĕ хыççăн вырăс межевейсем çĕрсене тепĕр хут вырăс йĕркипе виçсе халăха тепĕр хут çирĕплетсе панă. Тутарпа вырăссен хушшинче пулса иртнĕ вăрçăсем хушшинче те, вăрçă хыççăн та, чăваш халăх пурнăçĕ те самаях улшăннă. Мĕншĕн тесен вăрçă пулас вырăнти мирлĕ халăх тăван вырăна пăрахса тепĕр вырăна куçса кайма тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче нумай çынсем вилнĕ. Ун пек япаласем паянхи кун та çавăн пекех. Ăçта вăрçă тухасси паллă, вăл вырăнти халăх тепĕр вырăна куçса каять. Çавăнпа та çĕр хуçисем те, ял ячĕсем те улшăннă.

155Ç çулта Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн тутар патшалăхне пач пĕтернĕ. Ун вырăнне Хусанпа Сĕве уесĕсене уçнă. Хусан уесне Атăл суллахай енчи çĕрсене, сылтăм енчисене вара Сĕве уесне кĕртнĕ. Сĕве уесĕн территори вара питĕ пысăк пулса тăнă. Çавăн пирки 1555 çулта Шупашкар уесне уçнă. Çĕнĕ уеса уçсан ăна валли халăхпа пĕрле пулнă çĕр лаптăкĕсене те уйăрса памалла пулнă. Ытларах тăванлă ялсене обществăлла çĕрĕсемпе пĕрле пĕр уеса кĕртме тăрăшнă.

Тепĕр паллă вырăн 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕ пулать. Çав çулсенче Сĕве уесĕн-че вунă чăваш вулăсне йĕркелесе янă. Вĕсен шутĕнче Кармамей ятлă вулăс та пур.

1638 çулта Сĕве уесĕнче мĕн ятлă вулăссем тата вĕсен шÿтĕнче мĕн ятлă ялсем пулни çинчен список тунă. Çав списокра Кармамей вулăсĕн-

че Биболдино ятлă ял пур. Тата çав çулта ялта хисеплĕ Тайташ Байгулов, Кармыш Барисов, Иштуган Биболдин, Илгилдей Айгилдин, Тинбулат Вырастаев тата Яшкилда Акшипов ятлă çынсем пурăннă. Кунта ултă кил хуçине аса илнĕ. Кусемсĕр пуçсăр ытти кил хуçисем те пулнă пулас. Ку списокра Иштуган Биболдин ятлă çын пур. Тĕп-тĕрĕс пĕлместĕп, анчах та Иштуганăн ашшĕ Биболдин Иван Грозный вăхăтĕнче ял хуçи пулнă е ял çĕрне ун ячĕпе çирĕп-летнĕ пулас. Çавăнпа та ялне те Биболдино тесе  çырма пуçланă.

1649 çулта çĕрпÿ уесĕнчи Катекри хăш-пĕр чăвашсен çемйисем Çĕрпÿ уесĕн воеводи ирĕк панăшăн Хĕрлĕ юхан шыв патне пурăнма куçнă. Çав вырăнтах тата пушă çĕр пулнă пирки майор Матвей Степанович Камецкийне те çĕр виçсе панă пулнă. Ку саманасем Пĕрремĕш Петĕрĕн ашшĕ Алексей Михайлович патша пулнă вăхăтра пулса иртнĕ.

1755 çулта майор Аркатовăн арăмĕпе Анисья Демидовăпа Катекри чăвашсем хушшинче çĕршĕн тавлашу тухнă. Анисья Демидова майор М.С. Камецкийăн мăнукĕ пулнă. Анчах та хăш енчен, ашшĕ е амăш енчен мăнукĕ пулни паллă мар. Вара вăл чăвашсем манăн упăшкана патшалăх панă çĕр çине мана кĕртмеççĕ тесе патша патне çăхав çырса янă. Ун хыççăн 1649-1651 çулсенче çырнă кама çĕр панă хучĕсене çĕкленĕ. Çав жалобăна сÿтсе явма тавралăхри ялти ват çынсене е ял хуçисене чĕннĕ. Кайран вĕсене ăçти ялтан тата мĕн ятлă тесе ал пустарнă. Çав ялсем хушшинче Биболдино ялĕ те пур. Ĕçе сÿтсе явма ялти çынсем Орка Сюрмеевпа Ирдуган Меметев хутшăннă.

Тепĕр паллă вырăнсем Пĕрремĕш Петĕр патша пулнă вăхăтран пуçланаççĕ. Вăрçăсем валли укçа кирлĕ пулнăшăн вăл халăх перепиçсене ирттерме пуçланă. 1710 çулта пулса иртнĕ перепиç çавна пĕлтерет. Ялта 26 кил пулнă тата 15 ясак тÿлемеллĕх çĕр тытса тăнă. Ясак шутне çĕр шутне куçарсассăн вăтамран вĕсен çав çулта 165 теççетин çĕр пулма пултарнă. 1747 çулта тĕне кĕмен 305 арçын тата çавăн чухлĕ хĕрарăм пурăннă.

Иккĕмĕш Кĕтерне патша указĕ-пе 1780 çул пуçламăшĕнче уессен çар пуçĕн должноçне пĕтернĕ. Çĕр çинче ĕçлени халăха экономика енчен усăллăрах пултăр тесе уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене тата вулăссен ячĕсемпе вĕсен тĕп ялĕсене те улăштарнă. Ун хыççăн пысăк тата амăш ялĕсем вакланма пуçланă. Амăш ялĕчен инçе мар ытларах 1780 çулсем вĕçнелле тата 1790 çулсем пуçламăшĕнче унăн выççелккисем шăтса тухнă. Биболдино ялĕн те çав çулсенче Чăрăшкассипе Тугас выççелккисем никĕсленнĕ. Ку выççелккисене 1793 çулхи Çĕрпÿ уесĕн картти çинче лайăх палăртнă. Чиршкасси ял ячĕ унтанпа пĕртте улшăнман. Канаш муниципальный округĕн сайчĕ çавна пĕлтерет. 2014 çулхи 16 августра  Чăрăшкассисем ялне никĕсленни 220 çул çитнĕ ятпа праçник тунă.

Тугас ячĕ вырăсларах çырнă чă-ваш сăмахĕ. Вăл икĕ чăваш „ту“ тата „кас“ сăмахсенчен тухнă. „Ту“ пире майлă вырăсла куçарсан „возвышенное место“ пек ăнланмалла е „кас“ вырăсла „улица“, „ряд“. Çĕнĕ выççелкки амăш ялĕнчен çырма тăрăх çÿлерех вырнаçнăшăн Тукас тенĕ. Вĕсен хушшинче пĕр çухрăм пулнă-ши? Юхан шывне те çырмине те карттă çинче Çюлти Çирма е вырăсла Сюсирми ятпа палăртнă. Пĕчĕккĕн Тукас манăçа тухнă. Мĕншĕн тесен выççăлккă статусран тухайман пулмалла. Официальный хут çинче 1909 çулта Тукас вырăнне Конторкасси тесе çырнă. Тата Конторкасси ял шутĕнче Пуянкассине палăртнă. Çав çулта Конторкассипе Пуянкассинче 151 кил пулнă, 371 арçын тата çавăн чухлĕ хĕрарăм пурăннă. Тата çав çултах Биболдино вырăнне Вăрманкасси ялне палăртнă. Вăл вăхăтра Вăрманкасра 195 кил пулнă, 447 арçын тата çавăн чухлĕ хĕрарăм пурăннă. Вырăсларах çырнă Конторкасси чăваш Кантăр сăмахĕнчен тухнă ят. Ĕлĕкех кантăр ял-хуçалăхра питĕ кирлĕ япала пулнă. Унран пурнăçра кирлĕ пир, канат, кантра, михĕ тата ытти япаласем те тунă. Вăррине ача чухне хам та çисе курнă тата вăрринчен тип çу тунă. Кантăр авăрĕпе ача чухне хам та ĕçлесе курнă. Çавăнпа та ăна кашни ялтах акса ÿстернĕ. Кантăр çулçисенче психотроплă япаласем пур. Унпа ытларах медицинăра усă кураççĕ. Хуларипе ялти пурнăç лайăхрах еннелле улшăнса пынă çемĕн 1970 çулсем пуçламăшĕнче кантăра акма пăрахнă. Ухмансем çав Тукас енче кантăр акнă пулас. Çавăнпа та вăл енне Кантăркасси тенĕ. Ку сăмаха тепĕр майлă та ăнланма пулать. 1800 çулсем пуçламăшĕнче Биболдински ятлă вулăса уçнă. Вулăсăн правлени çуртне тĕп ялта вырăн пулманшăн Тукаспа Пуяккасси выççелккисем хушшинче лартма пултарнă. Çавăнпа та Тукасне Конторкасси теме пуçланă.

Ялăн пĕрремĕш ячĕ Биболдина. Мĕне пĕлтерет-ши ку сăмах?

Канаш районĕн сайчĕ çинче вырăсла «Основателями его были Биболда и Алхарин. Эта деревня состояла из 2-х околодков (по имени основателей),  Бибуккасы и Алхарин кассы». Биболдапа Бибук сăмахсем пĕр ятах пĕлтереççĕ-ши? Тата Алхаринне ăçтан шыраса тупнă-ши? Кун пек ятпа тĕл пулмарăм.

Вĕçĕ çитес номерте

Александр СТЕКЛОВ,

„Сказание о чувашах“

трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *