Шупашкарта, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче, хӑйне евӗр экспозици вырӑн тупнӑ. Вӑл – Император фарфор завочӗ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин проектне тӗпе хурса тунӑ чей сервизӗ.
Санкт-Петербургран илсе килнӗ комплектра чейник тата 14 чей курки шутланать. Вӗсенчен кашнине Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи эрешсемпе илемлетнӗ. Кӗскӗ эрешӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ӑна чейник ҫине ӳкернӗ, вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗрлӗ эрешне пӗрлештерет.
Сӑмах май, Император фарфор завочӗ унччен те Чӑваш наци музейӗ валли чӑваш эрешӗллӗ тата ытти регионсенчи орнаментсене ӳкернӗ чей куркисем туса кӑларнӑ. Халӗ коллекцире хӑйне евӗр сервиз та пур.

