Чӑваш Енре «Медовый путь Чувашии» агротуризм фестивальне туса ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.
Ку мероприяти Шупашкарти «Пехет» агромаркетра ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче пулса иртӗ. Унтан вӑл Канаш тӑрӑхне куҫӗ. Ҫурла уйӑ-
хӗн 22-мӗшӗнче фестиваль асӑннӑ тӑрӑхри Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнчи кооперативра пулӗ.
«Мелилотус» ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кооператив патшалӑх пулӑшӑвӗпе – «Агротуризм» тата «Малашлӑх» грантсем пулӑшнипе – самай вӑйлӑ аталанать. Вӑл апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхмалли зал, кафе тата магазин уҫнӑ.

