Шупашкар хулинче пурӑнакан Георгий Никоноров республика чысне Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗленӗ, вӑл ТОП-10 таксистсен йышне кӗнӗ.
Георгий Никоноров маларах республикӑра иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, унтан Раҫҫей шайӗнчине хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Омск хулинче иртнӗ. Финала тӗрлӗ регионти 31 таксист хутшӑннӑ. Вӗсен теорипе тестировани тума, йывӑр хӑнӑхтарусенче машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑха кӑтартма тивнӗ. Кунсӑр пуҫне таксистсем пултарулӑх номерне хатӗрленӗ.
Пирӗн ентеш Чӑваш Енри таксистсем пултаруллӑ тата ӑста водитель пулнине кӑтартса панӑ.

