Чăваш Енре «НИМЕ» пуçару вăй илсе пырать, хальхи вăхăт тĕлне 1833 проектран 340-шне пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал Чăваш Енре «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа 1833 проекта ĕçе кĕртме палăртнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 5 млрд тенкĕпе танлашать. Çак тĕллевлĕ ĕçсем еплерех пулса пынине Правительство çуртĕнче черетлĕ планеркăра сÿтсе явнă, ăна Сергей Артамонов премьре-министр ертсе пынă.
Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев палăртнă тăрăх, ял-салара 326 объект хатĕр. Ку енĕпе Етĕрне, Тăвай, Вăрнар тата Пăрачкав тăрăхĕсем хастар ĕçлесе пыраççĕ. Пилĕк проект тĕлĕшĕпе хальлĕхе контракт туса ĕлкереймен-ха.
Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов контракт тăвас енĕпе ĕçсене хăвăртлатма ыйтнă, унсăрăн усă курса ĕлкереймен укçа-тенкĕ резерв фондне куçĕ.
Республикăри хуласенче ĕçсем лайăх динамикăпа пулса пыраççĕ. Чăваш Енĕн строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна хуласенчи 337 проект валли контрактсем çирĕплетнĕ, вĕсенчен 17-ĕшне ĕçе кĕртнĕ те ĕнтĕ. Иккĕшне — Канаш хулинче.
Чăваш Енре çавăн пекех килес çул валли заявкăсем йышăнма пуçланă. Конкурс комиссийĕ витĕр тухнă проектсемшĕн çынсем авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса юпа уйăхĕн 2-мĕ- шĕччен онлайн мелпе сасăлĕç.

