Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Етĕрне тăрăхĕнчи ипподромра Чăваш Ен Пуçлăхĕн Пысăк Кубокне выляттарнă. Тĕп парнене Маршак ВП урхамаха тытса пынă Шупашкар наездникĕ Николай Пыр- кин çĕнсе илнĕ.
Ăмăртусем кăçал Совхозный поселокра иртнĕ. Турнира Чапаев ячĕллĕ ăратлă лашасен завочĕ ышăннă. Ăна шăпах завод 100 çул тултарнине халалланă пулнă. Кăçал ăмăртусен парне фондне виçĕ миллион тенкĕ таран çитернĕ.
1600 тата 2400 метрлă дистанцисене парăнтарма чи ăста наездниксем хăйсен урхмамахĕ- семпе тухнă. Тĕп трофейсăр пуçне вĕсем тата ытти статуслă наградăсемшĕн те тупăшнă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Кĕмĕл Кубокĕ тата регионăн ял хуçалăхĕ- пе спорт министерствисен Бронза Кубокĕ те пулнă.
Етĕрне тăрăхĕнче хăнасем валли пысăк культура программи те хатĕрленĕ, пултарулăх ушкăнĕ- сем илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, ал-ĕç ăстисен куравĕсем ĕçленĕ, чăваш апачĕн дегустацийĕ пулнă.
Хамăр инф.

