Шупашкарта, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче, ҫулталӑкри тӗп музыка премийӗ иртнӗ.
ЮТВ телеканалӑн 13-мӗш премийӗнче чӑваш эстрадинчи кӑмӑла каякан юрӑҫсене йыхравланӑ. Вӗсем малтан хӗрлӗ кавир тӑрӑх утса тухнӑ. Унтан уяв концерт залне куҫнӑ. Ҫитсе курайманнисем ЮТВн тӳрӗ эфирне, ВК транслянцине пӑхма пултарнӑ.

