Канаш хулинче 25 ҫулти арҫын УАЗ Пикап кузовӗ ҫинче бассейн тунӑ та ҫынсене хула тӑрӑх ярӑнтарнӑ.
Ку видео интернетра питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ӑна инспекторсем те курнӑ. Вӗсем ку ӗҫ-пуҫа тӳрех тӗпчеме тытӑннӑ. Машина урӑх ҫыннӑн пулни палӑрнӑ. Ҫак арҫын хуҫине ытти ҫынпа пӗрле кузов ҫинчи бассейнра ярӑнтарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем водительпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ, машина кантӑкне тонировка тунӑшӑн, страховка ҫуккишӗн тата пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырса панӑ.

