Чăваш Енре вырма валли топливо саппасне туса хатĕрленĕ. Çакăн çинчен регионăн ял хуçалăх министерстви Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев Красноармейски тăрăхĕнче ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă хыççăн пĕлтернĕ.
Сергей Артамонов Премьер Министр палăрт- нă тăрăх, аграрисемсĕр пуçне ГСМ пĕтĕм социаллă сферăшăн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа топливо чи малтанах васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисем, шкул автобусĕсем, общество транспорчĕ тата çул-йĕр служби валли кирлĕ. Регион ертÿçи топливăн саппасне туса хатĕрлес тата больницăсемпе шкулсене, ял хуçалăх предприятийĕсемпе транспорт компанийĕсене унпа туллин тивĕçтерес тĕлĕшпе задача лартнă. Çакă республикăн ĕç-хĕлне çитес вăхăтра йĕркеллĕ тытса пыма май парĕ.
«Вурнарский мясокомбинат» агрохолдинг президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов каланă тăрăх, топливо енĕпе лару-тăру, ытти субъектсенчи пекех, чăрмавсемсĕр мар, анчах та ку ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Регионăн правительстви тата ял хуçалăх министерстви лару-тăрăва çирĕп контроллесе тăраççĕ. Пирĕн хальхи вăхăт тĕлне вырма валли топливăн кирлĕ виçин 50 проценчĕ пур. Çитĕнтернĕ тухăçа пĕрлехи вăйпа пуçтарса кĕртме май килессине шанса тăратпăр.

