Канаш тӑрӑхӗнчи Усман Эскеровпа Дарья Садовская «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» туй фестивалӗнче мӑшӑрланнӑ.
Усманпа Дарья – пулас юристсем. Чӑваш юрри-ташшине кӑмӑллаҫҫӗ, йӑли-йӗркине хисеп- леҫҫӗ.
Мускаври фестивальте чӗресене пӗрлештерекенсем халиччен те пулнӑ. Ытти халӑх ҫыннисемпе пӗрле туйӑмӗсене саккунпа Шупашкар хулинчи, Елчӗк, Тӑвай тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑксем ҫирӗплетнӗ.

