Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Чăваш Ен кадрсен потенциалне аталантарса тата çирĕплетсе пырать

Чăваш Ен кадрсен потенциалне аталантарса тата çирĕплетсе пырать

Мускавра, ТАСС агентствăн информаци центрĕнче, «Лучший по профессии» Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн конкурсăн регион тапхăрĕн кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне халалланă пресс-конференци иртнĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Журналистсемпе çав кун Раççей Федерацийĕн ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Антон Котяков тата федераци субъекчĕсен пуçлăхĕсемпе çĕршыври промышленноçăн пысăк компанийĕ- сен ертÿçисем тĕл пулнă.

Олег Николаев хăйĕн сăма- хĕнче Чăваш Енре кадрсен потенциалне аталантарса тата çирĕплетсе пынине уйрăммăн палăртса хăварнă. Çак конкурс рабочисен специальноçĕсен престижне ÿстерме пулăшакан тата производство сферине çамрăксене явăçтарма май паракан эффективлă инструмент пулнине те пĕлтернĕ. 

– «Лучший по профессии» конкурсăн федераци шайĕнчи тапхăрне Чăваш Енре ирттерни — пирĕн кадрсене хатĕрлемелли системăна пысăк хак парса йышăнни. Эпир рабочисен специальноçĕсен престижне ÿс-

терессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыратпăр. «Шкул-колледж-предприяти» эффективлă çыхăну йĕркелерĕмĕр, çакă шкултах ĕç профессийĕпе паллашма, профилльлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн вара ĕçе çирĕп гарантипе вырнаçма май парать, — пĕлтернĕ регион ертÿçи Олег Николаев.

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна модернизацилени ĕçсĕрлĕх шайĕн  минимумне республикăра 1,7 процент таран çитернĕ, ĕç шыракансен ĕç тупас вăтам вăхăчĕ вара 3,6 уйăхран 2,3 уйăх чухлĕ чакнă. Республикăра çула çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессипе те хастар ĕçлесе пыраççĕ. Чăваш Енре çулсеренех 15 пине яхăн çамрăк ĕçе выр-

наçать.

Конференци вĕçĕнче Чă-ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пурне те конкурсăн федераци шайĕнчи тапхăрне пырса курма йыхравланă. Вăл кăçал Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта авăн уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче иртĕ. Унта конкурсантсем тăватă номинацире тупăшĕç. Хальхи вăхăт тĕлне 34 заявка йышăннă, ку ĕç малалла пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *