Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ухманпа Чăрăшкасси несĕлĕсем ăçта пурăннă-ши?

Ухманпа Чăрăшкасси несĕлĕсем ăçта пурăннă-ши?

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 26-мĕш номерте

Чи малтан çавна каласшăн. Паллах, Биболдин çын ячĕ тухнипе 470 çул та иртрĕ пуль. Çавăнпа та ячĕ мĕне пĕлтернине тĕп-тĕрĕс ăнлантарса пама йывăр. Эпĕ ăнланнă тăрăх Биболдин çын ячĕ. Мĕншĕн тесен ăна 1638 çулта чăваш ялĕнче аса илнĕ. Анчах та списокне вырăссем çырнă. Çавăнпа та малтанхи чăваш ятне вырăсларах çырнă пек курăнать. Пĕр енчен ячĕ ачашласа каланса панă ят пек курăнать е тепĕр енчен Çĕрпÿ уесĕнче вăл вăхăтра пурăннă Бибарс ятлă çын  пулнă. Ăна ачашланса панă ят пек курăнмасть. Вырăсларах Биболдин çырнă ят чăваш Бипултин ятран тухнă пек курăнать. Вăл виçĕ «Би» «пул» тата «тин» сăмахсенчен тухнă ят. Ун пек пулсассăн «Би» е «пи» иккĕ числона пĕлтерет. Сăмахран, биплан сăмаха пурте илтнĕ пуль. Ача чухне ăна эпир икĕ хутлă самолет теттĕмĕр.  Чăваш çемйинче пĕрремĕш ывăл пулнă пулмалла. Ун хыççăн хĕрсем çуралнă. Малалла тата тепĕр ывăла кĕтнĕ. Ывăл çуралсассăн çемьене çĕр пайне хусша памалла пулнă е хĕрсене паман. Мĕншĕн тесен хĕрсем ÿссе çитсен арçына качча тухнă та упăшкапа пĕрле ун çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăннă. Тепĕр ывăл çуралсан савăннă. Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килнине йышăнакансем çемьере иккĕмĕш ывăла кĕтнине пĕлнĕ. Хăйсен хушшинче иккĕмĕш ывăл тин пулчĕ тесе сăмах кăларнă. Ун хыççăн арçын ачана Бипултин ят лекнĕ.

Хальхи ял ячĕ Ухман ятлă. Ухман ячĕ мĕне пĕлтерет-ши?

Ухман ята паллă И.С. Дубановпа Ю.Н. Исаев академик Н.И. Ашмарин çине шанса çапла ăнлантарса параççĕ.

«Ухманы, Вăрманкас Ухман — село в Канашском р-не. Название села произошло от личного имени Ухман, основателя деревни. Ухман — название села Биболдина Шихазанской волости. Ухман варманĕ — название леса. Ухман пусси — название поля (Ашмарин, III. 347)».

Кунта пĕр çывăх çырнă сăмах курмас- тăп.

Эпĕ ăнланнă тăрăх Ухман географи ячĕнче шифрланнă тата тепĕр майлă çавăрттарнă чăваш сăмахĕ курăнать. Ман архиври хутсем тăрăх Ухманĕ Лухман ятпа пĕрремĕш хут Биболдино при речке Лухманы 1651 çулта палăрнă. Официальный хутсем çине ку сăмаха тепĕр хут 1780 çулта ирттернĕ перепиç çине кĕртнĕ. Унта вырăсла çапла çырнă: „Биболдина, Улухман, Кибеки тож (Биболдина, Ухман при речке Уженар)“. 1884 çулта пĕр хĕрарăм ачине Татмăш салинчи чиркĕвĕнче шыва кĕртнĕ. Ачи çуралнă ялне пачăшкă Лухман тесе çырнă.

1780 çулта çырнă сăмахсем çавна пĕлтереççĕ. Ухманăн чи пирвайхи ячĕ вырăсларах çырнă Улухман пулнă. Вăл чăваш «улăхман» сăмахĕнчен тухнă. Мĕне пĕлтерет-ши «улăхман» сăмахĕ? Ун пек çывăх сăмах «вăрман» пур. Пĕр вырăнта нумай тата тĕрлĕрен йывăçсем ÿсекен вырăна вăрман теççĕ. Улăхман сăмахĕнче тĕп сăмахĕ „улăх“ е вырăсла „луг“ тенине пĕлтерет. „Улухман“ сăмахне вырăсла куçарсан „луговое место“. Унта ытларах касу пăхнă е утă çулса илнĕ. „Улăхман“ юхан шыв ячĕ тăрса юлнă пирки вырăсла «пойменные луга» тесе ăнланмалла. Çавăнпа та вырăс межевейсем Иван Грозный патша пулнă вăхăтĕнче çĕр виçме килсессĕн çырми е юхан шывĕ мĕн ятлине ыйтнă. Анчах та вырăс межевейсем юхан шыв ятне хут çине чăваш сăмахне Улăхмана «у» сассине кăларса персе Лухман тесе çырнă. Çапла вара çĕнĕ юхан шыв ячĕ Лухман Иван Грозный патша пулнă вăхăтра тухнă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ял хуçиссем тата тепĕр «л» сассине кăларса пенĕ те вара «Ухман» ята çирĕплетсе хăварнă.

Канаш районĕн сайчĕ çинче çапла çырнă сăмахсем пур: «Позже, после ее основания, эти чуваши пригласили еще 7 семей из числа родственников, поэтому с. Ухманы носило двойное название, Ухман-Кибечи.

Кибечи — это название материнской деревни, значит, Биболдино переселилось из Кибечей. По словам жителя деревни Чиршкасы Т. Андреева, основателями с. Ухманы были выходцы из Кибечей».

Лайăхрах ăнланмалла пултăр тесе 1780 çулта çырнă сăмахсене тепĕр хут кăтартас терĕм: «Биболдина, Улухман, Кибеки тож (Биболдина, Ухман при речке Уженар)».

Ку сăмахсене малалла çапла ăнланмалла. «Кибеки тож» сăмахĕ Биболдинăн выççелкки пулнине пĕлтерет. Темиçе çемье уйăрăлса тухса килĕсене Уженар юхан шыв хĕрне кайса лартнă. Çĕнĕ выççелккине Кибек ятпа çыртарнă е вăл вăхăтра ялта Кибек ятлă çын та пурăнма пултарнă. Малтанах Биболдино ялĕ Сюсирма тăрăх вырнаçнă тесе çырнăччĕ. Унăн шывĕсем малтан Уженара юхса тухаççĕ. Унăн хыççăн тек Кĕçĕн Çавала кĕреççĕ. Анчах та вĕсене унта темскер килĕшмен. Каярахпа тăван яла куçса килнĕ. Уженар е Ужанар юхан шыв ячĕ мĕне пĕлтернине Оженары ял историйĕнче çырса ăнлатарса панăччĕ. Вăл статйи «Канаш ен» хаçатра 2026 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕш числора тухнăччĕ. Тепĕр енчен Сюсирмапа Уженар юхан шывсен тăршшĕсем пĕрех. Анчах та Уженар ятне пăртас е мордва чĕлхинчен чăвашла куçарсан шыв юппине пĕлтерет. Иван Грозный патша вăхăтĕнче чăвашсемпе пĕрле пăртассем те пурăннă. 16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле пăртассем кунти вырăнсене пăрахса Сăр юхан шыв тепĕр енне пурăнма куçнă.

Тĕрĕссипе Лухман юхан шывĕ вĕçĕнче Сухайкасси ялĕ ларать. Чи малтан ăна Атишево е ун хыççăн Атишево-Шихраны тенĕ. Ухмансен авалхи несĕлĕсем Улăхман çырминче пурăннă. Çавăнпа та вĕсем Улăхман ятпа хăюллă усă кураççĕ е ун пек пулсан Ухманы Атишево выççелкки пулать. Чăрăшкас ялĕ те Улăхман вĕçĕнчех ларать. Шибылгири авалхи несĕлесем те Шибылги (чăвашла Шăпăлка) юхан шыв çинче пурăннă. Шибылги Хыçалкас Энтриялĕн выççелкки е  Шăпăлка вĕçĕнче те амăш Хыçалкас Энтриялĕ ларать. Çавăнпа та вĕсем те Шăпăлка ятпа хăюллă усă кураççĕ.

20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Биболдино ята пĕчĕккĕн манăçа кăларнă. Тĕп ялне Вурманкас теме пуçланă. Унăн выççелккисене Тукасне Конторкасы (халĕ Кантуркассы) тата унсăр-пуçсăр Пуяккасы (халĕ Пуйаккассы) ятсемпе палăртнă. Пуйак ят «пуй» сăмахран тухнă пулмалла е вырăсла «разбогатевшая улица» тенине пĕлтерет пек туйăнать. Анчах та вĕсен пурин те ял хуçи пĕр старăстă пулнă.

1862 çулта Биболдинăн Чăрăшкассипе Тугас выççелккисемпе пĕрле кил-карти, пахча тата анкарти айĕнче 65,4 теççетин, сухаласа тыр акмалли 1841,4 теççетин, утă çулмалли 429,6 теççетин, кĕтÿ çÿретмелли 66,3 теççетин тата çаранпа вĕтлĕхлĕ вырăн 19,8 теççетин пулнă. Пĕтĕмпе те çак çĕрсене çав çулта 46566 тенкĕ хака лартнă. 

 Ухман ял историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.

Александр СТЕКЛОВ,

„Сказание о чувашах“

трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *