Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Авалхи тупрана йышӑнаҫҫĕ 

Авалхи тупрана йышӑнаҫҫĕ 

Чӑваш наци музейĕ пуҫарнӑ ҫĕнĕ проектпа килĕшӳллĕн специалистсем ялсенче сыхланса юлнӑ тупрана йышӑнаҫҫĕ. Асаннен авалхи пир кĕпи, кил-тĕрешри ĕлĕкхи савӑт-сапа, пир тĕртмелли станоксем, ытти япала ятарлӑ вырӑнта ĕмĕртен-ĕмĕре упранĕ.

Ҫавӑн пекех манӑҫа тухма пуҫланӑ ҫӑл таврашне, истори пĕлтерĕшлĕ ытти вырӑна документпа ҫирĕплетсе шута илеҫҫĕ, пурӑна киле туризм маршручĕсене кĕртеҫҫĕ.

Пысӑк ĕҫе чи малтан Сĕнтĕрвӑрри тата Ҫĕрпӳ округĕсенчен пуҫлас тенĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *