Чăваш наци музейĕнче «Манăн Дагестан» курав уçăлнă. Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă экспозицие икĕ республикăн правительствисем пулăшнипе йĕркеленĕ.
Куравра хăйне евĕрлĕ 300 тĕрлĕ экспонатпа паллашма пулать: кил-тĕрĕшри хатĕр-хĕтĕр, халăх промыслисем, наци тумĕсем. Вĕсене Дагестан Республикин А.Тахо-Годи ячĕпе хисепленекен Наци музейĕнчен илсе килнĕ. Музей директорĕ Пахрудин Магомедов çак курав Чăваш Енре пурăнакансене Дагестан культурипе çывăхрах паллашма май парасса шаннине пĕлтернĕ.
«Манăн Дагестан» курав юпа уйăхĕн 7-мĕшĕччен ĕçлĕ. Ăна Чăваш Республикин Наци музейне пырса курма пулать.

