Улатӑр хули иртнӗ кану кунӗсенче 474-мӗш суралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Уяв мероприятийӗсене Чӑваш Ен Правительствин делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Ҫвк кун Улатӑрта А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулне тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫнӑ. Ӑна ҫӗнетме тата хальхи йышши спорт инвентарӗсемпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 72,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Шкулта ачасем валли пӗтӗм услови туса панӑ: спорт гимнастикипе, ирӗклӗ кӗрешӳпе, бокспа тата футболпа туслашма йӑлтах пур.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов улатӑрсем ӗҫлеме, чемпионсене воспитани пама пӗлнине, вӗсене малашне те пулӑшассине каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2027 ҫулта хулара футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Унта искуственнӑй курӑк, чупмалли ҫулсем, ГТО лапамӗсем тата канмалли зонӑсем пулӗҫ.

