Чӑваш Енре шкулсене юсас ĕҫ малалла пырать.
Кӑҫал регионти 38 учреждение тĕпрен юсаҫҫĕ, 18-шĕ – Шупашкар хулинчисем.
Республика Правительстви объектсенчи лару-тӑрӑва тимлесех тӑрать. «Мир возможностей» проектпа килĕшӳллĕн общество хастарĕсем те вырӑна час-часах тухаҫҫĕ.
Ҫак кунсенче тĕрĕслев 55-мĕш тата 60-мĕш шкулсенче иртнĕ. Иккĕшне те 80 процент чухлĕ юсанӑ. Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫлансанах ачасене йышӑнас тĕллевлĕ.

