Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Астӑвӑм комплексĕнче тупӑ вырнаҫтарнӑ

Астӑвӑм комплексĕнче тупӑ вырнаҫтарнӑ

Шупашкар тӑрӑхĕнчи Урай Макаҫ ялĕнчи астӑвӑм комплексĕнче Д-44 тупӑ вырнаҫтарнӑ.

Малтанласа ҫĕнĕ экспонат пирки Христофор Макаров сӑмах хускатнӑ. Хӑйĕн шухӑшне регион ертӳҫине Олег Николаева, Алла Салаева депутата пĕлтернĕ.

РФ Хӳтĕлев министерстви те пуҫарӑва ырланӑ. Пĕрлехи вӑйпа пысӑк ĕҫ тума май килнĕ.

Халĕ ял халӑхĕ Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрĕсене асӑнса йĕркеленĕ вырӑн историе тата анлӑрах ҫутатать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *