Чӑваш Енре ӗҫлӗ ҫӳревпе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ, Раҫҫей Геройӗ, 3 хутчен олимп чемпионӗ Александр Карелин пулнӑ.
Республика спорт тӗлӗшӗнчен ҫирӗп те хӑватлӑ пулнине хӑна ГТО фестивалӗнче тепӗр хут курса ӗненнӗ. Юлашки ҫулсенче регионта спорта мала хуракансен йышӗ 62 процента ҫитнӗ.
Чӑваш Республикин Правительство Председателӗ Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, рес- публика вӑйӗ йӑласене хисепленинче тата пӗрлӗхре.
Сенатор республикӑри парти хастарӗсемпе те тӗл пулнӑ. Тӗп ыйту – халӑх пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртесси. Ял-хулара пурӑнакансем ку енӗпе хастарри кӑҫал кӑна 100 пин ытла проект сӗннинче палӑрать.

