Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă

Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов тата Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов «БАРС-Чувашия» территори отрячĕн мобиллĕ ушкăнĕпе тĕл пулнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕ- лекен тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе задачăсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан çар çыннисен пысăк ăсталăхĕпе яваплăхне тата паттăрлăхне палăртса хăварнă.

Ятарлă çар задачисене ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн салтаксене уйрăммăн палăрт- са хăварнă. Тĕлпулу вăхă- тĕнче наградăсене тивĕçнĕ çар çыннисем те пулнă. Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *