Комсомольски округӗнче ҫуллахи ял спорт вӑййисем иртрнӗ. Яланхи пекех ӑмӑрту программи пуян пулнӑ.
Тӗрлӗ округран пухӑннӑ командӑсем волейболла, футболла, лапталла вылянӑ, ҫӑмӑл атлетика лапамӗсенче тупӑшнӑ, ГТО нормативӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех ӗне сӑвакансемпе механизаторсем те хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ял ҫыннисем ҫӗр ӗҫӗнче кӑна мар, спортра та хастар пулнине, ял тӗнчипе палӑрнӑ спортсменсене ҫитӗнтернине палӑртнӑ. РФ Патшалӑх Думин комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Чӑваш Енре спорт инфратытӑмӗ ҫултан ҫул аталаннине, ялсенче те спорт объекчӗсем йышланнине каланӑ.
Ҫав кунах Каҫал тӑрӑхӗнче Спорт министерствин коллеги- йӗн ларӑвӗ те иртнӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврнӑ.
Хамёр инф?

