Шупашкар хулинче пурӑнакан спортсмен Кирилл Александров Раҫҫей Президентӗнчен Владимир Путинран парнене тивӗҫнӗ.
Кирилл икӗ алӑсӑр ҫуралнӑ, анчах ку ӑна спортпа туслашма чӑрмантарман. Вӑл халӗ ишес енӗпе спортсмен, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командин йышӗнче. Нумаях пулмасть Кирилл Японири ӑмӑртусенче икӗ ылтӑн медаль илнӗ, Раҫҫей чемпионатӗнче спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Халӗ вӑл 2028 ҫулта иртекен Паралимп вӑййисене хутшӑнма хатӗрленет.
Кирила тренировкӑсем ирттерме профессионал экипировка кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл Президент патне ҫыру янӑ. Владимир Путин гидрошорты, куҫлӑх тата плавки парнеленӗ. Вӗсене спорт- смена ЧР премьер-министрӗ Владимир Степанов панӑ. Вӑл Кирилпа тата унӑн амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

