«Шупашкар хулин Хисеплӗ ҫынни» ята кӑҫал иккӗн тивӗҫнӗ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫне медицина ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Николай Николаев – травматологи, ортопеди тата эндопротезировани Федераци центрӗн тӗп врачӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарти центр сумӗ ҫӗршыв шайне ҫӗкленнӗ.
Валентина Теллина – РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, чӗрӗк ӗмӗр ытла хулари тӗп больницӑна ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра паянхи медицинӑн ҫирӗп никӗсне хывнӑ.
Саламлатпӑр! Кун-ҫулне ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлассине, сывлӑхне тимлессине халалланисем умӗнче пуҫ таятпӑр.

