Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пайкилт территорийĕн пайĕ

Пайкилт территорийĕн пайĕ

Тăрăн ялĕн хисеплĕ çынни

Кашни ял-салара тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсем пурăнаççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе вĕсем историе кĕрсе юлаççĕ, пархатарлă ĕçĕ çитĕнекен ăру валли хак-лă тупра пулса тăрать. «Тăрăн ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята илме тивĕçнĕ Алевтина Борисовна Волкова чылай кĕнеке авторĕ. «Пурнăç çулĕсем», «Вăрçă вут-тăвăлĕ витĕр», «Алкай йăхĕ малалла пырать», «Ентешсемпе мăнаçланатпăр» паха произведенисен пуххисенче вăл Пайкилт тăрăхĕнче çуралнă, ÿснĕ, пурăннă тата унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсем çинчен каласа кăтартать.

Пĕрлехи вăйпа палăка юсанă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунă хыççăн паттăр ентешсене асăнса кашни ялтах палăксемпе обелисксем вырнаçтарнă. Тăрăн ялĕнче пурăнакансем те айккинче юлман, анчах та çулсем иртнĕ май вăл юхăнма пуçланă. 10-15 çул каялла ăна салатма йышăну тунă. Субботнике тухнă çынсем çĕрĕшнĕ картана сÿтнĕ, таврари тĕм-йывăçа кăкланă, обелиска тытма хăю çитереймен. Кивĕскер хăйĕн вырăнĕнчех юлнă, малалла ишĕлсе пынă.
Афган вăрçине хутшăннă Юрий Александров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç кĕрешсе пуç хунă ял çыннисен ятне ĕмĕр асра тытас тесе обелиска сăрласа капăрлатнă. Анчах та юхса тăракан штукатурка çинче сăрă вăрах вăхăт тытăнса тăман.
2022 çулта Тăрăн ялĕнче пурăнакансем, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Валентина Григорьева ертсе пынипе обелиска юсаса çĕнетнĕ. Çулталăк маларах ял çыннисемпе вырăнти депутатсем тăрăшнипе асăну вырăнне карта тытса çавăрнă. Обелиск таврашне хăтлăлатас ĕç малалла пырать.
Чăрăшсем истори тапхăрне упрĕç
Историе кĕрсе юлнă пулăмсене йывăç лартса сăвапласси мĕн авалтан пырать. Чĕрĕ палăксем чылай тапхăрти пĕлтерĕшлĕ самантсене упраççĕ, тĕпчесе кĕрсе кайсан кăсăклине пайтах каласа кăтартма пултараççĕ.
Нумаях пулмасть Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине паллă турăмăр. Юбилей датине халалласа Пайкилт шкулĕн пахчинче чăрăшсем лартса хăварнă. Чĕрĕ палăксем ÿссе çитĕннĕ май историри пулăма шанчăклă упрĕç, йывăç лартма хутшăннисем çак сăваплă
ĕç пĕлтерĕшне хăйсен ачи-мăнукне каласа кăтартĕç.
Масар хапхине юсанă
Юлашки çулсенче масарсене пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕрет. Ял çыннисем çимĕк умĕн унта субботниксем йĕркелесе ирттереççĕ, территорие çÿп-çаппа тĕм-йывăçран тасатаççĕ, вил тăп- рисене йĕркене кĕртеççĕ. Çавăн пекех масар çинчи çуртсене тата таврари картана çĕнетсе пынине те асăрхама пулать. Тăрăн ялĕнчи Лесная урамра пурăнакансем çине тăнипе тата вырăнти депутат Руслан Григорьев пулăшнипе ял масарĕн хапхине юсанă.
Çул ыйтăвĕ яланах тĕпре
Ялсенче урам хушшисене вакă чул сарса çирĕплетмен çулсен хисепĕ çулсерен сахаллансах пырать. Кĕрлĕ-çурлă кĕрсе тухма чăрмав кÿрекен урамсене хăтлăлатассипе Пайкилт ял территорийĕнче те ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулта Тăрăн ялĕнчи Киров урамне 513 метр тăршшĕ вакă чул сарнă, ĕçсене А. Макаров подрядчик пурнăçланă.
Пайкилт ялĕнчи — Ленин, Тăрăн ялĕнчи Гагарин урамĕсенчи çулсене шăтăк-путăкран сапланă, çак тĕллев-пе вĕтетнĕ асфальт усă курнă. Тăрăн ялĕнчи Ленин урамне юсама вакă чул хута янă.
Бюджет укçине перекетлеме май парать
2022 çулта Çĕнĕ Мами тата Тăрăн ялĕсенчи электричество юписем çинчи çутă хатĕрĕсене вăхăтпа çутса сÿн- мелле тунă. Пайкилтре çак ĕçе 2021 çулта вырăнти депутатсемпе ял çыннисем тăрăшнипе туса ирттернĕ. Ятарласа çирĕплетнĕ вăхăт расписанийĕ- пе ĕçлекен реле урамсене палăртнă
вăхăтра çутатма, бюджет укçине ви- тĕмлĕ перекетлеме май парать.
Пуçару программи ăнăçлă ĕçлет
Вырăнти пуçару программи Пайкилт ял территорийĕнче те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе Тăрăн ялĕнчи Лесная урамра вырнаçнă пĕвене юшкăнтан тасатнă. Çак ĕçре пысăк тÿпе хывнă ял хастарне Светлана Яковлевана тав сăмахĕ калаççĕ.
Халăх бюджечĕ йĕркипе Çĕнĕ Мами ялĕнчи Ленин урамĕнче ача-пăча лапамĕ йĕркеленĕ, ку ĕçре Кротовсен çемйи уйрăмах палăрнă.
Тăрăн ялĕнчи Киров урамĕнче спорт лапамĕ хута кайнă, кунта Яков Яковлев тав сăмахне илтме тивĕç.
Ял территорийĕн администрацийĕ укçа пуçтарас ĕçе хастар хутшăннă тата проектсене пурнăçа кĕртессинчен айккинче пăрăнса юлман ял çыннисене тав тăвать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *