Республикӑри санитари авиацийӗ ҫак кунсенче ҫине-ҫинех ҫула тухнӑ.
Патӑрьелтен кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратнипе аптранӑ хӗрарӑма, Ҫӗмӗрлерен чӗри ыратнӑ икӗ арҫынна Шупашкара илсе кайнӑ.
Хальхинче Улатӑра темиҫе хутчен те вертолет яма тивнӗ. Кардиологсем патне вӑхӑтра илсе ҫитерни чирлисене тивӗҫлӗ пулӑшу кӳме май панӑ.

