Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Чи ăста специалистсем тупӑшнă

Чи ăста специалистсем тупӑшнă

Çĕмĕрле  тăрăхĕнче «Чи лайăх вăрман касакан – 2026» професси ăсталăхĕн республика шайĕнчи конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

 Унта хутшăнма чи лайăх специалистсем Чăваш, Тутарстан, Мари, Карели Республикисенчен тата Мускав облаçĕнчен пуçтарăннă. Ăмăртусене «Экологи тăнăçлăхĕ» наци проекчĕ тата «Таса çĕршыв», «Симĕс экономика» парти проекчĕсем пулăшнипе йĕркеленĕ.

1-мĕш вырăна Сергей Фадеев (Улатăр вăрманлăхĕ) тивĕçнĕ, 2-мĕшĕнче – Алексей Иванов (Вăрнар вăрманлăхĕ), 3-мĕшĕнче – Сергей Семенов (Шăмăршă вăрманлăхĕ).

Республика шайӗнчи «Чи лайӑх вӑрман касакан» конкурса 2005 ҫултанпа ирттереҫҫӗ, унта кашни ҫулах вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан чи ăста специалистсем тупӑшаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *